Паян Красноармейскинчи тӗп стадионта «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 30 команда хутшӑннӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн тата 65 ҫулхи юбилей ячӗпе Иван Прокопьева Красноармейски район администрацийӗн Тав хутне панӑ.
Ветерансен командисен йышӗнче Пикшик ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсен хушшинче Мӑн Шетмӗ вӑтам шкулӗ малта пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Трак вӑтам шкулӗ тухнӑ. Красноармейски вӑтам шкулӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
5–9-мӗш класра вӗренекенсен йышӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Трак вӑтам шкулӗ. Пикшик вӑтам шкулӗн команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.
Аслӑ класра вӗренекенсен командисем хушшинче Трак вӑтам шкулӗ, Красноармейски вӑтам шкулӗ, Пикшик вӑтам шкулӗ малти вырӑнсене пайланӑ.
Ял тӑрӑхӗсен командисен йышӗнче каллех Пикшик енчисем маттур пулнӑ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ — иккӗмӗш. Предприятисем, организацисем, учрежденисем хушшинче Красноармейски ял тӑрӑхӗн «Композит-21» команди пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Трак вӑтам шкулӗнче «Трак ен» ентешлӗхӗн членӗн Виктор Николаевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн сӗтелҫи теннисӗпе Красноармейски районӗн ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тупӑшӑва тӗрлӗ ӳсӗмри 27 теннисҫӑ хутшӑннӑ.
Чи малтанах Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, Чӑваш Енри сӗтелҫи теннисӗн федерацийӗн президенчӗ Максим Малов, «Трак ен» ентешлӗхӗн членӗ Алексей Львов, Виктор Николаев спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ.
1–6-мӗш классем хушшинче Алманчири Денис Сергеев ҫӗнтернӗ. Упири Андрей Илларионов — 2-мӗш, Мӑн Шетмӗри Дмитрий Величко 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Хӗрсен ушкӑнӗнче Ман Шетмӗри Виктория Юдинӑпа Алла Яковлева маттур пулнӑ.
7–11-мӗш классем хушшинче Трак шкулӗнчи Николай Кузьминпа Дмитрий Кузьмин малти вырӑнсене йышаннӑ. Хӗрсен ушкӑнӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗнчи Светлана Леонидова тата Елена Родионова, Трак шкулӗнчи Христина Федорова малтисем пулнӑ. 18 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче Юрий Никандров ҫӗнтернӗ. Юрий Васильев — 2-мӗш, Михаил Голубев 3-мӗш пулнӑ.
Красноармейскинчи халӑх театрӗ аллӑ усса лармасть. Пултарулӑх ушкӑнӗ спектакльпе ялсене тухса ҫӳрет.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх театрӗ Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен Анаткас ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче пулнӑ. Ял халахӗ артистсене тарават йышӑннӑ, спектакль кашнин кӑмӑлне кайнӑ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче театр Алманч ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» спектаклӗ кунти халӑха та килӗшнӗ. Ҫак камит куракансен кӑмӑлне ҫӗклет.
Красноармейскинчи халӑх театрӗ ҫитес вӑхӑтра спектакльпе кӳршӗ районсене тухма палӑртнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн электронлӑ вулавӑшӗ те хайлавсемпе пуянланса пырать. Вӗсен сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть унта 500-мӗш хайлав кун ҫути курнӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкул директорӗ пулнӑ Н.П.Петров ҫырнӑ «Марионеткӑсем» сӑвӑ. Сайт хыпарланӑ тӑрӑх Николай Петровӑн сӑввисен шучӗ те вулавӑшра 78-а ҫитнӗ. Ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илес пулсан унта Николай Карайӑн чи нумаййи иккен — вулавӑшра унӑн 96 хайлавне тупма пулать. Сӑвӑ-калав йышӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн Гурий Дубов йышӑнать, электронлӑ вулавӑшра унӑн 69 сӑвви вырнаҫнӑ.
Паллах, Нестор Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе кӗрекен ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫӑн хайлавӗсемпе те паллашма пулать. Вулама юратакансем кунта Леонид Антоновӑн, Юрий Сементерӗн, Георгий Туслин, Лука Семеновӑн, Николай Ершов-Янгерӑн, Валентина Рудниковӑн, Галина Макаровӑн, Зинаида Михайлова-Селимен, Николай Ункайӑн, Галина Ҫуткӳлӗн пултарулӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн ларусен залӗнче районти обществӑлла пуҫарулӑх ушкӑнӗн йӗркелӳ пухӑвӗ иртрӗ. Ӑна регионсемпе нацисем хушшинчи туслӑхпа этноҫыхӑнӑва вӑйлатас, чӑваш нацин ӑс-хакӑлпа пурлӑх культурине аталантарас тӗллевпе пуҫарнӑ. Пухӑва Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Шестаков А.В., ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, муниципалитетӑн бюджетлӑ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура тата вулавӑшпа музейсен ӗҫченӗсем, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем хутшӑнчӗҫ.
Пухӑва Чӑваш Республикин муниципаллӑ органсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Николаев С.А. ертсе пычӗ. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн юлашки Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисемпе паллаштарчӗ, тӑван халӑхӑн ырӑ йӑли-йӗркине упрамалли тата ӑна малалла аталантармалли ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ. Чӑваш наци конгресӗ районсемпе хуласенче хӑйӗн уйрӑмӗсене уҫма палӑртнине пӗлтерчӗ, ҫавна май ӑна Трак енре те уҫма сӗнчӗ.
Пуху пӗр саслӑ пулса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмне уҫма йышӑнчӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш енри Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски район сучӗ унччен Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын пирки тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи юханшыв урлӑ каҫмалли пӗр кӗпере юсама тесе калаҫса татӑлнӑ фирмӑна 74,5 пин тенкӗ таран укҫа куҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку кӗпере 2007 ҫулта вырӑнти агрофирма туса панӑ. Кӗперӗн хӑй хаклӑхӗ 26,5 пин тенке ҫеҫ ларнӑ пулин те ӑна юсама ҫавӑн чухлӗ укҫа куҫарса панӑ. Кӗперӗ вара юсава тивӗҫлӗ те пулман.
Каярах подрядчик юлнӑ укҫаран 20 пинне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне тавӑрса панӑ. Анчах та лешӗ ҫак укҫана кассӑна мар хывнӑ, хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ҫакна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса тунӑ преступлени тесе квалификациленӗ.
Лаптӑксене симӗслентерсе тирпей-илем кӗртес енӗпе Трак тӑрӑхӗнче ҫулленех курав-конкурс ирттереҫҫӗ.
Вӑл кӑҫал та ял тӑрӑхӗсем, предприятисемпе организацисем тата учрежденисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑннипе 5 енпе иртнӗ. Курав-конкурса пурӗ 15 ӗҫ тӑратнӑ.
Номинацисемпе ҫӗнтерӳҫӗсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ялсене тирпей-илем кӗртессипе, акӑ, пӗрремӗш вырӑна Мӑн Шетмӗ, иккӗмӗшне — Упи, виҫҫӗмӗшне Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗсем йышӑннӑ.
Организацисен территорийӗсене симӗслентерсе тирпей-йӗркене кӗртессипе малти виҫӗ вырӑна «Бытовик» АХО, Красноармейскинчи райпо тата «Чесла» ТМЯО тивӗҫнӗ — вӗсене I–II–III степеньлӗ дипломсемпе чыслӗҫ тата 10–5–3 пин тенкӗ укҫан преми парӗҫ.
Социаллӑ сферӑри учрежденисен территорийӗсене тирпей-илем кӗртессипе 1–2–3-мӗш вырӑнсенче Именкассипе Карай шкулӗсем тата «Парус» ача пахчи мала тухнӑ — вӗсене укҫа ытларах лекӗ — дипломсемсӗр пуҫне 20–10–5 пин тенкӗпе хаваслантарӗҫ.
Уйрӑм секторти урамсенче тирпей-йӗрке тӑвассипе Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхне кӗрекен Именкассинчи К.
Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнчен паллӑ ҫынсем сахал мар тухнӑ. Ҫав йышра литературӑпа ӳнерте палӑрнисем те. Вӗсен шутне Четрикре ҫуралса ӳснӗ Николай Петрович Петрова кӗртетпӗр. Вӑл учитель пулнӑ — шкулсенче ачасене вӗрентнӗ, директорта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах поэзи пахчинче ырми-канми вӑй хунӑ. Ӑна эпир чӑннипех те поэт-публицист е гражданла лирика сӑвӑҫи тетпӗр.
Мӑн Шетмӗри вӑтам шкулта Николай Петрова асӑнса литература каҫӗ иртрӗ. Ку икӗ пулӑмпа сӑлтавланнӑ: ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче учитель-сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 60 ҫул тултарчӗ тата ҫӗртмен 23-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа виҫӗ ҫул ҫитет. Питӗ шел, мал ӗмӗтлӗ ҫынӑн кун-ҫулӗ кӗске килчӗ, хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваймарӗ.
Тӗлпулӑва шкул директорӗпе А.И. Васильевпа С.М. Назарова вӗрентекен ертсе пычӗҫ, унта шкулти 5, 7, 8-мӗш классенче вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правлени пайташӗсем пиллӗкӗн килнӗ. Красноармейскинчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.
2011 ҫул Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн паллӑ тапхӑр пулчӗ. Иртсе кайнӑ ҫулталӑка пирӗн сумлӑ ентешӗмӗре, Мӑн Шетмӗре ҫуралса ӳснӗ пӗртен пӗр Совет Союзӗн Паттӑрне Владимир Васильевич Васильева халалларӗҫ. Ҫак паллӑ датӑна хисеп туса паллӑ журналист, Трак енри таврапӗлӳҫӗсен обществин ертӳҫи, ЧР халӑх академикӗ, Н. Янкас тата М. Тинехпи ячӗллӗ премисен лауреачӗ В. З. Константинов «Кладезь здоровья и патриотизма» ятлӑ кӗнекене вулакан патне ҫитерчӗ. Ку авторӑн тӑххӑрмӗш кӗнеки пулчӗ.
Вулакана пӗлме. В.В. Васильев 1911 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Владимир Васильевич хӑйӗн кун-ҫулӗн виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ пурӑнса ирттернӗ. Унӑн малашнехи шӑпине Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑ татса панӑ. Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе В. Васильев паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Одер юханшывӗ хӗрринчи тытса илнӗ плацдарма хӳтӗлесе пирӗн ентеш чылай фашиста тӗп тунӑ. Нумай хутчен аманнӑ пулин те, палӑртнӑ позицирен пӗр хутчен те чакман. Хӑйӗн калама ҫук паттӑр вилӗмӗпе вуншар салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ.
Н.А. Архангельский — Чӑваш Енри паллӑ археолог-этнограф, чиркӳ ҫынни. Иртнӗ кунсенче паллӑ ентеш ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитрӗ. Николай Архангельскин Мӑн Шетмӗпе Кушлавӑш чиркӳ прихучӗсенчи ачасемпе ҫынсене ҫутта кӑларас, Чӑваш тӑрӑхӗн районӗсенчи археологи тӗпчевне йӗркелес ӗҫӗсенчи пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк.
Н. Архангельский 1861 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗпе аслашшӗ те чиркӳ ҫыннисем пулнӑ. Ашшӗ, Александр Иванович Архангельский, Канаш тӑрӑхӗнчи Шаккӑл ялӗнчен. 1938 ҫултан пуҫласа мӗн виличченех — 60 ҫул Мӑн Шетмӗ чиркӗвӗнче пупра ӗҫленӗ. Тӗн ҫыннин йӗркисене пурнӑҫласа пынипе кӑна лӑпланман вӑл.
Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗскер, Александр Иванович кӗҫех кунта хӑйӗн тӑванӗсене — Павел Федоровичпа Василий Федоровича — чӗнсе илнӗ. Асли чиркӳре тӗн йӑла-йӗркине тытса пыма пулӑшнӑ. Пиччӗшӗнчен 10 ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗ ҫӑкӑр пӗҫерме пуҫланӑ. Ахаль мар ӑна ку тӑрӑхра Кулач Ваҫлейӗ е Ухсах Ваҫок тесе чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |